Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Тутарстанри чӑваш уявне Чӑваш Ен Элтеперне чӗннӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 02.06.2019 10:45 | 2837 хут пӑхнӑ
Культура

Тутарстанра та чӑваш Акатуйӗ иртӗ. Асӑннӑ регионти «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртмен 9-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Упире уявлӗҫ. Район шайӗнчи мероприяти унта ҫулсерен иртет. Шупашкартан артистсем кайӗҫ.

Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Пӑва районӗнчи Чӑваш Киштекӗнче «Янра, хуткупӑс» уява пухӑнӗҫ.

Ҫӗртмен 15-мӗшӗнче — Ҫимӗк. Ҫав кун Элкел районӗнчи Сиктӗрмере Акатуя пухӑнӗҫ. Ӑна «Звениговский» совхозӑн ериӳҫи Иван Казанков ирттерӗ.

Ҫӗртмен 29-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Патраклӑра Учук уявне палӑртма ӗмӗтленеҫҫӗ. Фольклор фестивалӗнче вӑкӑр пусса учӳк пӑттипе ҫийӗҫ. Кӑҫал унта культура учрежденийӗнче вӗренекен ҫамрӑксене те хутшӑнтарасшӑн.

Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Аксура — «Уяв-2019». Иртнӗ ҫулсенче вӑл Нурлатра пулнӑ, кӑҫал республикӑри чӑваш культурин уявне Аксу райцентрне куҫарӗҫ. Унта Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева чӗннӗ.

Ҫарӑмсан районӗнчи чӑваш Акатуйӗ хӑҫан иртесси хальлӗхе паллӑ мар. Унти Акрель ялӗнче утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Питрава ҫулсерен пухӑнаҫҫӗ.

#чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #культура, #Тутарстан, #уявсем, #Элкел районӗ, #Сиктӗрме, #Пӑва районӗ, #Чӑваш Киштекӗ, #Аксу, #Нурлат, #Ҫарӑмсан районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1340.43.1445
2019.06.03 15:24
Agabazar
çĕпрел районĕнче мĕнпурĕ пилĕк Упи.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем